Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ Ял ҫыннисен пуҫлӑхсенчен ыйтса пӗлмелли яланах тупӑнать
Ял ҫыннисен пуҫлӑхсенчен ыйтса пӗлмелли яланах тупӑнать

Хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйне евӗр экзамен витӗр тухаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫ-хӗл пирки вӗсем халӑх умӗнче отчет тӑваҫҫӗ. Ун йышши пухусене районти пуҫлӑхсем те ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗнер ун пекки Тӑвай районӗнчи Тӑвай ял тӑрӑхӗнче ҫӑлпуҫсемпе, чӳкҫырмисемпе, вӑрманхӗррисемпе иртнӗ.

5 пине яхӑн ҫынлӑ ял тӑрӑхӗнче — 1920 кил. Иртнӗ ҫул ял тӑрӑхӗнче 17 ача ҫуралнӑ. 2013 ҫулта пепке ҫуратакансем ытларах пулнӑ, ун чух ҫут тӗнчене 47 ҫӗн кайӑк килнӗ. Сӑмах май, вилекенсен йышӗ пӗлтӗр унчченхинчен нумайланнӑ. Ҫут тӗнчерен 67 ҫын уйрӑлнӑ, ку вӑл — унчченхинчен 14 ҫын ытларах.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене уйрӑм ӑшӑтмалла туса пӗтернӗ май халӗ ҫынсем кирек хӑҫан та ӑшӑра лараяҫҫӗ, сывлӑш температурине те хӑйсене кирлӗ пек тытса тӑраяҫҫӗ.

Кирек хӑш тӑрӑхри пекех, ҫул-йӗр ыйтӑвне те манаймӑн. Хӗлле юртан тасатмалла, ҫулла шӑтӑк-путӑка сапламалла. Вырӑнти хыснара пӑхса хӑварнӑ 400 пин тенкӗ укҫа йӑлтах хӑй вырӑнне тупнӑ. Ҫӑлпуҫ ялне вара ҫурхи шыв илсе аптӑратнӑ та, унран сыхланас тесе дамба купаланӑ. Ялсенче ытти ӗҫ те тупӑнсах тӑнӑ: ҫӑл тасатнӑ, шыв насусӗсем ылмаштарнӑ, ватӑ йывӑҫсене касса тирпейленӗ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ Турикас Тушкил ачисем юр тасатаҫҫӗ
Турикас Тушкил ачисем юр тасатаҫҫӗ

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтеренпе 70 ҫул ҫитнӗ май палӑксемпе обелисксене тӗрӗслесе тӑрас ыйтӑва Культура министерстви хӑй ҫине илни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Асӑннӑ ведомство ӗҫченӗсем районсене тухсах тӗрӗслеме тытӑннӑччӗ. Йӗркене кӗртме волонтерсене явӑҫтарасси пирки те сӗнекенсем пулнӑччӗ.

Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти вӑтам шкулта ун пек отряда йӗркеленӗ те. Йыша шкул ачисем кӗнӗ. Волонтерсем ял тӑрӑхӗнчи палӑксемпе обелисксене йӗркене кӗртессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ачасене шаннӑ ӗҫ кӑткӑсах мар. Эрнере пӗрре вӗсен палӑк тавралли юра тасатмалла.

Нумаях пулмасть ку ӗҫе ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Саша Андреев, Мария Камасева, Сергей Серафимов, Ксения Иванова тухнӑ. Вӗсем Турикас Тушкилти палӑк таври тултарса лартнӑ юра тасатнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Уйрӑм ҫынсен хуҫалӑхӗнче тухакан пушарсен сӑлтавӗ чылай чух ҫынсен асӑрханулӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ пушарнӑйсем. «Этем факторӗ» тесе калакан сӑлтав шутне кӑмака та кӗрет. Халӗ вутӑ хутса ӑшӑтакан сахал пулин те мунча кӗмесӗр пурӑнмастӑнах-ҫке. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманни «хӗрлӗ автана» ним мар ташлаттарса ярать. Кӑмакана тӗрӗс мар купалани те, мӑрйисем йӗркеллӗ пулманни те инкекӗн сӑлтавӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Пушарсенчен сыхланас тата вут-ҫулӑмра ҫынсем вилесрен асӑрханма пулӑшас тесе Тӑвай районӗнчи пушарнӑйсем нумаях пулмасть Енӑш Нӑрваш ял тӑрӑхне персе ҫитнӗ. Унта вӗсем ҫынсемпе тӗлпулнӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесене кӗрсе тухнӑ тата пӗччен пурӑнакан ватӑсемпе калаҫнӑ.

Рейд вӑхӑтӗнче 8 киле кӗрсе тӑрӗсленӗ. Пушарнӑйсем электричество пӑралукӗсем епле шайрине пахаланӑ, ӑшӑтмалли хатӗр-хӗтӗрпе епле курнине тӗрӗсленӗ, тӗрлӗ сӗнӳ-канашпа пулӑшнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Чи лайӑх вулакансем тесе вара Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗ тивӗҫлӗ канурисем пирки пӗлтерет. «Вулани — ҫынпа кӗнеке хушшинчи калаҫу, вӑл ӑс-тӑна тата чӗрене ӗҫлеттерни», — тесе хакланӑ май вулани асран тухми кӑмӑл-туйӑмпа пӗлӳ хӑварнине палӑртнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнчисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксем вулавӑша кӗнеке тата информации патне пыраҫҫӗ пулсан, аслӑраххисен тӗллевӗ раснарах. Вӗсем унта пӗр-пӗринпе сӑмахласа та йӑпанасшӑн.

Хӑвӑлҫырмари чи лайӑх вулакансем тесе вара библиотекарьсем Михаил Пирогова, Николай Осипова, Вячеслав Сазонова, Станислав Чернова, Исония Волкована, Алевтина Воробьевана, Зоя Чугунована палӑртаҫҫӗ. Вӗсем пурте — пенсионерсем. Вӗсем пурте кӗнеке шӗкӗлчеме юратаҫҫӗ.

Пурте пӗрле вулавӑша пуҫтарӑннӑ май ватӑсемпе Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни пирки те калаҫнӑ-мӗн. Хӑнасем хӑйсен пӗлни-илтни пирки каласа кӑтартнӑ, хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илнӗ, вӑрҫӑ ҫинчен вуланӑ кӗнекесене сӳтсе явнӑ. Вулав залӗнче библиотекарьсем, сӑмах май, «Эпир астӑватпӑр, эпир мӑнаҫланатпӑр» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнче хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗсем хӑйсен иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетеҫҫӗ, ҫысен умӗнче отчет тӑваҫҫӗ. Ӗнер ун пек пуху Шӗмшевӗшре иртнӗ. Унта райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Куликов ҫитнӗ. Курнӑҫӑва мӑн ямашсем, яккуушкӑньсем, шуркасси сурӑмсем, мӑн этменсем пухӑннӑ.

Шӗмшевӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Семенов хысна епле тулни, ача-пӑча ҫураласси, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ, ял хуҫалӑхӗ тата ытти пирки чарӑнса тӑнӑ. Прашкушкӑнь, Кивуй, Шӗмшевӗш ялӗсенче пурӑнакансем хӑйсем укҫа пухса урамра энергие перекетлекен прожекторсем вырнаҫтарнӑ. Кӑраклав, Пиҫенер Туктамӑш, Ишпарайккӑ, Туҫи Шӗмшевӗш ялӗсенче энергие перекетлекен лампӑсем вырнаҫтарнӑ. Ҫаксем ял тӑрӑхсен хыснине перекетлеме пулӑшаҫҫӗ.

Пӗлтӗр Мӑн Этмен ялӗ ҫывӑхӗнчи автоҫул ҫинче машинӑсем ҫаврӑнмалли вырӑна, Элеккӗнушкӑнь патӗнчи ҫынсене лартмалли лаптӑка юсанӑ. Мӑн Ямаш патӗнче ҫула юсанине те пухура асӑнса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫак ялти вӑтам шкулта шӑпӑрлансем валли 20 вырӑнлӑх ушкӑн уҫнӑ. Унти тепӗр паллӑ пулӑм — фельдшерпа акушер пункчӗ уҫни. Шӗмшевӗшри информаципе культура ҫуртне республика хыснинчен 400 пин тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ та, унпа оборудовани ҫӗнетнӗ, сцена ҫине тухмалли тумтир ҫӗлеттернӗ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Ӗлӗкрех шкулсенче Тимур командисем пурччӗ. Шкул ачисем уроксем хыҫҫӑн ялти ватӑсене пулӑшма ҫӳретчӗҫ: вутӑ ҫуратчӗҫ, шыв кӳретчӗҫ, юр туртатчӗҫ. Юлашки вӑхӑтра, шел те, ырӑ йӑлана чылай ҫӗрте пӑрахӑҫларӗҫ.

Ҫапах ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫе хутшӑнакансем республикӑра пур. Вӗсен йышӗнче Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпари шкул ачисене палӑртмалла. Унта Тимур юхӑмне йӗркеленӗ. Вӗсем пулӑшу кӗтекенсем патне яланах ҫитме хатӗр.

Кӗҫӗн Таяпара, шел те, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем юлман. Ӗҫ ветеранӗсем тата ватӑсем пур. Паллах, вӗсенчен кашниех пулӑшу кӗтет.

Кӗҫӗн Таяпари шкулта кӗҫӗн классенчен вӗренекен ачасем аслисенчен юлмаҫҫӗ. Ав нумаях пулмасть вӗсем Раиса Ермиловна Матвеева ӗҫ ветеранӗ патне пулӑшма килнӗ. Пӗчӗк «тимурсем» картишӗнчи юра тасатнӑ. Вӗсемпе пӗрле 6-мӗш класра вӗренекен Николай Петров та ӗҫленӗ.

Раиса Ермиловна ачасен ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. Хӗпӗртенӗскер вӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналанӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Красноармейски районӗнчи Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В.Степанов ҫак кунсенче ял тӑрӑхӗнчи ялсене ҫитсе 2014 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче вӑл Тусай ял халӑхӗ умӗнче отчетпа тухса калаҫрӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Авӑн уйӑхӗнче иртекен суйлав пирки те ӑнлантарса пачӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ял канашне суйланнӑ депутатсенчен суйлани пирки каларӗ.

Ял халӑхӗ Степанова 2015 ҫулта Тусай ял уявне ирттерме сӗнчӗ. Унсӑр пуҫне вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫне хунӑ паттӑрсене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнчи картана ҫӗнетме ыйтрӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май, республикӑра Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май Муркаш районӗнчи Очӑкасси ялӗнчи вулаваш вӗсене паллӑ тума хатӗрленет. Вулавӑш ӗҫченӗсем ҫулталӑкри плана хатӗрленӗ ӗнтӗ, мӗнле мероприятисем ирттермеллине палӑртнӑ.

Вулавӑша ҫӳрекенсемпе массӑллӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем ҫынсене кӗнекепе туслаштарасшӑн, авторсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе кӑсӑклантарасшӑн.

Вулавӑша тӑтӑшах ҫӳрекенсем унӑн фончӗ еплерех пулнине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вулавӑш май килнӗ таран хӑй те кӗнекесем туянма тӑрӑшать. Ҫӗнӗ кӗнекесемпе ытти вулакансене те паллаштараҫҫӗ.

Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар теҫҫӗ те — вулавӑша ырӑ тӑвакансем тупӑнаҫҫӗх. Акӑ нумаях пулмасть Торинкасси ялӗнче пурӑнакан Анатолий Федоров тата Шупуҫри Глафира Афанасьева вулавӑша кӗнекесем парнеленӗ. Унӑн фончӗ 57 кӗнекепе пуянланнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ 4-мӗш классем — вулавӑшра
4-мӗш классем — вулавӑшра

Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукал ялӗнчи вулавӑшра Литература ҫулталӑкне халалласа «Эпӗ вулатӑп! Эпир вулатпӑр! Пурте вулаҫҫӗ!» уяв иртнӗ.

Ҫав кун вулавӑша 4-мӗш класра вӗренекен ачасем килнӗ. Вӗсем кӗнеке тӗнчипе паллашнӑ. Вӗсен пӗлӗвне тӗрӗслес тӗллевпе викторина ирттернӗ, тупмалли юмахсен хуравӗсене пӗлнӗ.

Вулавӑш ӗҫченӗ Т.А.Чамеева шӑпӑрлансене кӗнекесемпе паллаштарнӑ. Кӗнеке мӗн ҫинчен пулнине пӗлмешкӗн умсӑмаха, аннотацие вуламалли пирки каласа кӑтартнӑ вӑл. Кӗнеке вуланӑ чухне алӑ айӗнче хутпа кӑранташ пулмлалли пирки те асӑрхаттарнӑ вӑл. Ара, кун пек пӗлмен сӑмахсене ҫырса хума, вӗсене пӗлтерӗшне сӑмахсарта пӑхма пулать-ҫке-ха.

Вулавӑш ӗҫченӗ ачасене пӗр кӗнекене алла тытса тӗплӗн вулама, пӗр страницӑна та сиктермесӗр тӗплӗн тишкерме сӗннӗ.

Ҫаксем йӑлтах ачасене малашнехи пурнӑҫра кирлӗ пулӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Лапсарта урнӑ чире пула карантин пулнине унччен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Халӗ урнӑ чир ӑҫтан тупӑннине палӑртнӑ.

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Лапсар ялӗнче кӑрлач уйӑхӗн варринче урнӑ тилле тупнине пӗлтереҫҫӗ. Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче вырӑнти ҫын тилле курнӑ та ӑна киле илсе кайнӑ.

Чӗрчун хӑйне йӗркеллех тытнӑ, сывӑ пек курӑннӑ. Ҫав ҫын тилӗ тупни пирки 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Каҫхине ветеринари тухтӑрӗсем вырӑна тухса тискер чӗрчуна тӗрӗсленӗ.

Тилле тупнӑ арҫын чӗрчуна ветстанцие пама хирӗҫленӗ. Анчах ӑна тилӗ урнӑ чирпе чирлеме пултарнине ӗнентернӗ.

Тилле изолятора вырнаҫтарнӑ. Тепӗр кунхине вӑл вилсе кайнӑ. Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче унӑн виллине республикӑри ветлабораторие илсе ҫитернӗ. Тепӗр кунхине чӗрчун урнӑ чирпе чирлени паллӑ пулнӑ.

Тилле тупнӑ арҫыннӑн килӗнче йытӑ пур. Ӑна урнӑ чиртен вакцина тунӑ. Анчах тилӗпе арҫыннӑн ҫемйи ҫывӑх пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, [47], 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, ...71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 05

1921
104
Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем